
Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова пире пӗлтернӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта наци культурин автономийӗсен пуҫлӑхӗсене пухса ҫавра сӗтел ирттересшӗн. «Кӗмел сасӑ» тата наци тумӗн конкурсӗсен йышӗнче йӗркеленӗ мероприятинче малалли ӗҫсене сӳтсе явасшӑн.
Тӗлпулӑва РФ ПАтшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тата ыттисем хутшӑнӗҫ.
Ҫӑвра сӗтел Чӑваш патшалӑх филармонийӗн пӗчӗк залӗнче иртӗ, 15 сехетре пуҫланӗ.

Шупашкарти депутатсем сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва «ҫавра сӗтелре» сӳтсе явӗҫ. Ку ыйтупа ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Халӗ пӗтӗмлетӗве «ҫавра сӗтелре» пӑхса тухӗҫ.
Сасӑлавра 6085 ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. 4547 ҫын Мускав вӑхӑчӗпех пурӑнасшӑн. Ыттисем сехет йӗппине куҫарассишӗн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри ыйтӑва хуравлама иккӗленнӗ.
Пуш уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ «ҫавра сӗтеле» ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, Общество палатин пайташӗсем, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ.
Палӑртмалла: 2015–2016 ҫулсенче Раҫҫейри чылай регион ҫуллахи вӑхӑт патне таврӑннӑ, сехет йӗппине маларах куҫарнӑ. Хӗллехи вӑхӑтпа пурӑнни тивӗҫтерменни пирки чылайӑшӗ кӑмӑлсӑрланать.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, республикӑри Наци вулавӑшӗнче «Актуальность перевода на национальные языки и с национальных языков в российском и европейском контексте» (чӑв. Наци чӗлхисене куҫарнин тата наци чӗлхисенчен куҫарни Раҫҫей тата Европа контекстӗнче) ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ ҫыравҫӑсемпе тӑлмачсем иртнӗ ӗмӗрен 20-30-мӗш ҫулӗсене аса илсе калаҫнӑ. Аса илтеретпӗр, унта Раҫҫейри тата Европӑри литературоведсем, ҫыравҫӑсем, тӑлмачсем хутшӑннӑ.
Ҫавра сӗтелтисем ҫӗршыври халӑхсен наци литературине пулӑшмалли программа проектне хатӗрлеме йышӑннӑ. Вӗсем 20-мӗш ӗмӗрӗн 20—30-мӗш ҫулӗсенче СССР халӑхӗсен Центриздатӗнче наци чӗлхеллӗ хайлавсене пичетленине аса илнӗ. Кайран «Советская Россия», «Современник», «Молодая гвардия» тата ыттисем наци авторӗсен вырӑсла куҫарнӑ ӗҫӗсене кун ҫути кӑтартнӑ.
Ҫавра сӗтелте куҫаруҫӑсем хатӗрлес ыйту пирки те пуҫ ватнӑ. Анчах хальлӗхе унӑн татӑклӑ хуравӗ ҫук. Мероприятин резолюци пайӗнче тӑлмачсене хатӗрлес тытӑм пирки шухӑшласа пӑхмаллине палӑртнӑ. Наци литературин чи лайӑх хайлавӗсене Куҫару институчӗпе пӗрле пулса куҫарассине те резолюцие кӗртсе хӑварнӑ.

Раҫҫей кунӗнче Мускаври йӑхташӑмӑрсем Акатуй ирттернӗ. Унсӑр пуҫне хастарсем Раҫҫей кунне халалланӑ мероприятисем те йӗркеленӗ. Вӗсене Чӑваш енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ тата Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ йӗркеленӗ.
Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш Ен Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 465 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫавра сӗтеле» те пуҫтарӑннӑ. Унта Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев, Мускаври чӑваш культурин обществин ертӳҫин ҫумӗ Гурий Крылов, дивизи командирӗ пулнӑ Василий Чапаев мӑнукӗ Татьяна Чапаева, ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе тӗнче чемпионӗ ята темиҫе хутчен те тивӗҫнӗ Сергей Корнилаев, Чӑвашран тухнӑ офицерсен ентешлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Иван Николаев, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ, «Строитель плюс» фирма гендиректорӗ Анатолий Петров тата ыттисем хутшӑннӑ.

Мускавра Чӑваш Ен кунӗ иртнӗ. Ӑна ҫӗршывӑн тӗп хулин Хӗвеланӑҫ административлӑ округӗнче, унти В.В. Бианка ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗнче йӗркеленӗ. Мероприятие тӗрлӗ ҫулхи ачасене йыхравланӑ.
Чӑваш Ен кунӗнче ачасем пирӗн халӑх культурипе, унӑн юрри-ташшипе концерт вӑхӑтӗнче те паллашма май туса панӑ. Чӑвашсен тумне те кӑтартнӑ ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын ачасемпе хӗрачасене. Унсӑр пуҫне вӗсем валли пичет графикин тата каллиграфи ӑсталӑхне ӑнланма маҫтӑр-классем йӗркеленӗ. «Объективра Чӑваш Ен» мультимеди куравӗ те ачасене пирӗн республикӑпа паллаштарнӑ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче маларах Мускавра иртнӗ «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен тӗсӗсем) курав ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Парнесене тата дипломсене ачасене РФ Патшалӑх Думин депутчӗ Алена Аршинова тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн кунне ирттерме Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата ҫӗршывӑн тӗп хулин Хӗвеланӑҫ администраци округӗн Вулавӑшсен тӗп тытӑмӗ пулӑшнӑ.

Чӑваш ҫырулӑхӗн кунӗ ҫывхарса пынӑ май Мускаври Н.А. Некрасов ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче «Особенности изучения языка национальных меньшинств в условиях мегаполиса на примере чувашского языка» (чӑв. Мегаполис условийӗнче сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхине вӗрентессин хӑйне евӗрлӗхӗ пирки — чӑваш чӗлхи тӗслӗхне тӗпе хурса) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ.
Мероприятие Чӑваш культурин обществи Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне халалланӑ мероприятире тӑван халӑхӑмӑрӑн алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пирки нумай калаҫнӑ.
«Ҫавра сӗтеле» элчелӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ чӑваш чӗлхи курсӗнче вӗренекенсем те хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне халалланӑ уяв Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче аутизм пирки информаци сармалли пӗтӗм тӗнчери куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Республикинче «Манӑн хӑйне евӗр ача» проект виҫҫӗмӗш ҫул пурнӑҫланать. Вӑл аутизмпа чирлӗ ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне пулӑшать.
2016 ҫул тӗлне республикӑра аутизмпа чирлӗ 146 ача пурӑннине шута илнӗ. Вӗсенчен 119-шне сусӑр тесе йышӑннӑ. Ака уйӑхӗн 1-мешӗнче ку чир-чӗре ҫавра сӗтелре сӳтсе явнӑ.
Ҫавра сӗтелре кунашкал ачасене сиплемелли, вӗрентмелле, социализацилемелли ыйтусене сӳтсе явнӑ. Кунашкал ачасене пукане спектаклӗсене явӑҫтарас ӗҫе те ҫӗкленӗ. Аутизмпа чирлӗ ашшӗ-амӑшӗн ушкӑнне йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл тухтӑрсене, педагогсене, психологсене пӗр тӗвве пухма пулӑшать.
Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ.
Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать.
Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ.
Ҫак уйӑхӑн 17–18-мӗшӗсенче Шупашкарта сахал йышлӑ халӑхсен культура форумӗ иртмелле.
Ҫӗршывӑн Культура министерствисем йӗркелекен ку мероприятие кӑҫал VI хут пуҫтараҫҫӗ. Канашлӑва Шупашкарта ирттернине республикӑн Культура министерстви пирӗн тӑрӑхра 128 наци ҫыннипе 8 этнос ушкӑнӗ туслӑ та килӗштерсе пурӑннипе сӑлтавлать. Халӑхсемпе конфессисен хушшинче туслӑх хуҫаланнине палӑртнӑ май канашлӑва Атӑлҫи федераци округӗнчи 10 ытла делегаци хутшӑнассине пӗлтерет. Федераци тата регионсенчи тӳре-шара та килсе ҫитмелле унта.
Форумӑн тӗп мероприятийӗсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче тӗрлӗ темӑпа «ҫавра сӗтелсем» йӗркелӗҫ. Ҫав шутра сахал йышлӑ халӑхсен культурине упраса хӑварас ыйтӑва та хускатӗҫ.
Ӗнер, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх кунӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑслӑлӑх сообществин элчисемпе тӗл пулнӑ. Ҫавра сӗтелре аслӑ шкулти ӑслӑлӑхпа республикӑри экономикӑна ҫыхӑнтарса ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.
Ҫамрӑк ӑсчахсем Михаил Васильевича хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ, тӗрлӗ тытӑмри проектсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Тӗслӗхрен, хӗвелпе водород электростанцийӗн макечӗпе паллаштарнӑ. Энергин кунашкал ҫӑлкуҫӗпе Германире тахҫанах усӑ кураҫҫӗ. Раҫҫейре вара хальлӗхе унпа мӗнле усӑ курмаллине палӑртман. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем кун тӗлӗшпе тӗпчевсем ирттереҫҫӗ.
Республикӑра электротехника ӑслӑлӑхӗсен академийӗ 10 ытла ҫул ӗҫлет. Вӑл ӑсчахсемпе инженерсен вӑйне пӗрлештересшӗн. Ҫавра сӗтелре ҫамрӑк кадрсемпе ытларах ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
